Сайт преподавателя чувашского языка и литературы Васильевой Ольги Леонидовны АУ ЧР СПО "Канашский педагогический колледж" Минобразования ЧР |
---|
|
Внеаудиторская деятельность Программа конкурсов чтецов Нарспи |
Научно-методическая деятельность Внеаудиторная деятельность
|
ПРОГРАММА КОНКУРСА ЧТЕЦОВ «НЕМЕРНУЩИЙ СВЕТ «НАРСПИ» «НАРСПИ» ÇУТТИ – СУНМИ.
1 ертсе пыракан: Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре. Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ, Ивановăмăр халь те – тĕпре. 2 ертсе пыракан: Иванов озарил своим словом свободным Мир поэзии нашей в нужде. Много стало поэтов теперь у народа, Он – в почете всегда и везде! 1 ертсе пыракан: Хисеплĕ вĕрентекенсем, студентсем, кунта пуçтарăннă хăнасем! Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ К.В.Иванов хăйĕн «Нарспи» поэмине çырнăранпа 100 çул та иртрĕ. Паянхи илемлĕ вулакансен конкурĕ «Нарспи» çутти – сÿнми!» ятпа иртет. Конкурсра «Нарспи» сыпăкĕсем чăвашла, вырăсла, тутарла, нимĕçле, акăлчанла янрĕç. 2 ертсе пыракан: Уважаемые преподаватели, студенты, дорогие гости! Разрешите открыть конкурс чтецов «Немеркнущий свет «Нарспи», посвященный 100-летию поэмы. Великая поэма будет звучать на чувашском, русском, татарском, английском, немецком языках. 1 ертсе пыракан: Ту айĕнчи Силпи çăлкуçĕ Хăнасене вăйпа тĕрек Пилленĕн шăнкăр-шăнкăр уçă Янрать чăваш чĕлхийĕ пек. 2 ертсе пыракан: Конкурса уçма чи çамрăк вулакана - Анна Нянинăна сăмах паратпăр. --------------------- 2 ертсе пыракан: Гостям надежда и опора, - В Сильби не высохнет родник. Журчит так звонко до сих пор он, Как и чувашский наш язык! 1 ертсе пыракан: На сцену приглашаем Ибетову Лилию. Она прочитает отрывок из поэмы «В Сильби» на татарском языке. --------------------- 1 ертсе пыракан: Кĕмĕл шăнкăрав сасси пек шăнкăртатса юхать Константин сăвви. Сăввăн кашни сăмахĕ илемлĕ, уçă, вырăнлă, чуна илĕртет. Константин ывăçĕ-ывăçĕпе çĕнĕ туйăмсем акса пырать.
2 ертсе пыракан: «Сарă хĕр» сыпăка 1 курсра вĕренекен Галина Аристархова вулать.
1 ертсе пыракан: А теперь послушаем, как звучит этот отрывок на немецком языке в исполнении студентки 301 группы Веры Архиповой.
2 ертсе пыракан: Рузеля Азмукова , студентка отделения информатики, прочитает отрывок на татарском языке.
1 ертсе пыракан: Вырăс, тутар та чăваш – Пурте эпир хурăнташ!
2 ертсе пыракан: Сцена çинче Ирина Егорова юрлакан çепĕç тутар юрри янăрать.
1 ертсе пыракан: Çак çĕр çинче чĕрĕк ĕмĕр те пурăнайман аслă поэтăмăр, анчах вăл Чăваш сăмахне чун кĕртсе вилĕмсĕрлĕхе çул хывма ĕлкĕрнĕ. 2 ертсе пыракан: Вилĕмсĕр «Нарспие» 23 чĕлхе çине куçарни те çакнах тепĕр хут çирĕплетет. 1 ертсе пыракан: «Çăлкуç патĕнче» сыпăка Александр Анатольев, Анастасия Лисичкина, Светлана Соколова вулаççĕ. 2 ертсе пыракан: Сцена çинче – информатика уйрăмĕнче вĕренекен Саша Афанасьева. 1 ертсе пыракан: Отрывок из поэмы «Свадьба» читает студентка 401 группы Татьяна Лукина. 2 ертсе пыракан: На сцену приглашаем Рузелю Шамсудтинову, студентку 301 группы.
1 ертсе пыракан: Чаплă «арспи» поэма ĕмĕре яхăн ĕнтĕ вулакансен чĕрисенчен тухма пĕлмест, вăл халăх чĕрине, шухăш-кăмăлне шаларах та шаларах кĕрсе пырать. Мĕншĕн «Нарспие» кашниех юратса вулать? 2 ертсе пыракан: Мĕншĕн тесен К.Иванов çырнă «Нарспие» пурнăç çуратнă, вăл пурнăçпа ÿснĕ, пурнăçпа пĕрле утакан поэма. 1 ертсе пыракан: Людмила Елифанова вулакан сыпăк ĕмĕртен пыракан ыйтăва çутатса парать. 2 ертсе пыракан: «В творчестве Иванова одновременно присутствуют народность, народный язык и его индивидуализированная форма поднятая на литературный Парнас. 1 ертсе пыракан: Талант Иванова сливает эти моменты в живом и естественном единстве», - отмечает венгерский ученый Андраш Рона-Таш. Народный язык живо прослеживается в отрывке «Преступление Нарспи» в исполнении Елены Михайловой и Натальи Харитоновой. 2 ертсе пыракан: Следующий отрывок прозвучит на английском, чувашском и русском языках. Подготовили и читают его студенты 102 группы Николай Бидонов, Гриша Яковлев, Алексей Аннин. 1 ертсе пыракан: «Икĕ туй» сыпăка 201-мĕш ушкăнра вĕренекен Татьяна Петрова вулать. --------------------- 2 ертсе пыракан: Поет Ольга Павлова. 1 ертсе пыракан: На сцену приглашаем Наталью Конышеву. 2 ертсе пыракан: Поэмăри «Атте-анне» сыпăкпа илемлĕ вулакансен конкурсне вĕçлетпĕр. Нарспи – Марина Максимова, Амăшĕ – Ольга Федорова, Михетер – физкультура уйрăмĕнче вĕренекен Анатолий Михайлов. 1 ертсе пыракан: Илемлĕ чăваш юррине Анна Нянина шăрантарать. 2 ертсе пыракан: «Итлемерĕм аннене» юрра Марина Максимовăпа Ольга Павлова юрлаççĕ. 1 ертсе пыракан: Чăваш Джокондийĕ! Сыв пурăн ĕмĕр Эс халăх чĕринчи юратупа. Сана çуратнă кăмăллă чĕлхемĕр Хавхаланма маттур сăнарупа. Сана кун паракан тăван чĕлхеçĕ Шăратнă сăмахне çăлтăрсенчен. Кÿл çийĕпе вĕçсе иртен чĕкеçĕн Илемлĕ, чĕвĕл-чĕвĕл сассинчен.
2 ертсе пыракан: Живи в веках, Чувашская Джоконда, Запавшая в сердца так глубоко! Твой светлый образ в памяти бездонной Хранится нашим нежным языком. Премудрый и великий твой создатель Отлил слова из самых ярких звезд. И над водой взметнувшейся касатки Родное щебетание принес. |